Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Умсӑмах (ТумС)

Хыпар хаҫатӑн 243-244, 246, 247 номерӗсенче пичӗтленнӗ статьяран илнӗ. Авторӗ — Никифор Наумов, ӑсчах. Ӳкерчӗксене Е. Гатауллина-Наумова, Е. Наумова ӳкернӗ.

Ум сӑмах

Пурте пӗлекен чӑваш ҫи-пуҫӗ, тӑхӑнмалли тумтирӗ пирки сӑмах пуҫарас терӗм.
Манӑҫа тухиччен, пӗлнӗ таран аса илес, ытти словарьтен тупса пуҫтарас тесе шутларӑм.
Аса илер-ха. Тумтирпе тӗнчери малтан-хи ҫынсемех усӑ курнӑ. Паллах, унпа сивӗрен хӳтӗленне. Малтанхи тумтирсене тискер чӗр чунсен тирӗсенчен ҫӗлесе тунӑ. Каярах выльӑх, тискер чӗр чунсен ҫӑмӗпе усӑ курма пуҫланӑ: кӗҫҫе йӑвалама, ҫип арлама, ҫӑм сукна-тӑлла тӗртме тата ҫыхма вӗреннӗ. Каярах сӗвӗнекен ӳсентӑрансен сӳсӗнчен /вӗлтӗрен, кантӑр, йӗтӗн/ ҫип арласа пир-авӑр тӗртме те ӑс ҫитернӗ. Вӑхӑт иртнӗ май мамӑкран, пурҫӑн хурчӗн сӳсӗнчен пир тӗртме, пурҫӑн пусма хатӗрлеме вӗреннӗ.
Пӗрлештерсе каласан, тумтире тӗрлӗ майпа — ҫемҫетсе якатнӑ тир-сӑранран, ҫӑм-сукнаран, пир-авӑртан — касса-ҫӗлесе хатӗрленӗ тата ҫыхса тӑхӑннӑ. Халӗ хими майӗпе йӑлана кӗнӗ япаласемпе те усӑ кураҫҫӗ. Вӗсем пирки ҫырмастӑп. Тумтир ячӗсем нумай. Пӗр тӗллевлӗ тумтирех тӗрлӗ халӑхра тӗрлӗ ятлӑ. Калӑпӑр, чӑваш чӗлхинчи шӑлавар, туркменла — жалбар, турккӑсем шелвар теҫҫӗ, грекла — сарабара — длинные восточные штаны, вырӑсла — шаровары — ҫиелтен тӑхӑнмалли сарлака йӗм тенине пӗлтерет.
Вырӑссем 1552 ҫулта Хусан патшалӑхне ҫӗнтерсе илсен вӗсен чӗлхине кунти тум-тир ячӗсем кӗрсе вырнаҫнӑ. И.Г.Прыжов "Кабаки России" /1868 ҫ./ кӗнекинче "башмак", "азям", "армяк", "зипун", "чедым", "кафтан", "учкур", "башлык", "колпак", "клобук", "тафья", "темляк" тумтирсене "татарщиной" тесе калать.
Чӑваш-тутар чӗлхинчи тумтир ячӗсем Иран, Вӑтаҫӗр Ази, Турккӑ, Тӗрӗк, Кавказ тӑрӑхӗнчи халӑхсен ячӗсене ҫывӑх. Тумтирӗсем халӑхра хӑш майӗпе те пулин улшӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсем ҫапла ҫав халӑхӑн тумтирӗ пулса каяҫҫӗ.
Авалхи тумтирсен курӑмӗсемпе 1 - 5 ӳкерчӗксенче паллашӑр.

Тумтире, ҫулталӑк уйрӑмӗ тӑрӑх темиҫе ушкӑна пайлама пулать: ҫуллахи, хӗллехи тумтир тата ача-пӑча тумтирӗ, арҫын-хӗрарӑм тумтирӗ, аялтан тӑхӑнмалли тумтир, ҫиелтен тӑханмалли тумтир, салтак тӑхӑнмалли тумтир, ӗҫре-уявра тӑхӑнмалли тумтир, вилнӗ ҫынна тӑхӑнтартмалли тумтир тата ытти ушкӑн ҫине. Словарьте тумтире ҫакӑн пек ушкӑнсем ҫине уйӑртӑм.
1. Пуҫ ҫинчи тумтир.
2. Пӳ, алӑ ҫинчи тумтир.
3. Пилӗк ҫине ҫыхса тӑхӑнакан тумтир.
4. Ура ҫинчи тумтир, атӑ-пушмак.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-01-14 02:39:52 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4618 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем